Паян Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ольдеевски» агрофирмӑра ҫӗнӗ теплицӑна хута ячӗҫ. Ку мероприятие Чӑваш Ен президенчӗ Михаил Васильевич Игнатьев та килчӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл теплицӑсемпе ытларах усӑ курма сӗнчӗ, вӗсенче ӳстерекен экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫ яланах халӑха кирлӗ тесе палӑртрӗ. Юлашкинчен агрофирмӑна ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ.
Теплица лаптӑкӗ — 2,25 гектар. Унта энергие сахалтарах тӑкаклакан ҫӗнӗ технологисене усӑ курнӑ, чылай ӗҫе компьютер тӑвать. Теплицӑна тума «Россельхозбанкран» 148 млн. тенкӗ укҫа кивҫен илнӗ пулнӑ.
«Ольдеевски» ХАО Раҫҫейри теплицӑпа ӗҫлекен пысӑк тата хӑварт аталанакан предприятисем шутне кӗрет. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1979 ҫулта никӗсленӗ. 2008 ҫултанпа выльӑх-чӗрлӗх те тытма пуҫланӑ. Ҫулталӑкне 9 пин тонна таран тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстерет, кунне 6500 тонна ытла сӗт парать. Унсӑр пуҫне кунта калча, тӗрлӗ чечексем ӳстереҫҫӗ.
СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх акдеми драма театрӗн актерӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл Шупашкар районӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫавна майӑн унӑн ентешӗсем пултаруллӑ артистӑн юбилейне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Паҫпак Мишши ҫыравҫӑ районти «Бичурин тата паянхи самана» музее артистӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата ун ҫинчен хаҫатра пичетленнӗ материалӗсене пырса та панӑ ӗнтӗ.
Алексеев Борис Алексеевич 1911 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗн театр уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Чӑваш драма театрне илнӗ. Унта вӑл мӗн ӗмӗрӗ вӗҫлениччен ӗҫленӗ. Унӑн паллӑрах ролӗсем: Ухтеркке («Судра», Ф. Павлов, 1941), Ленин («Пӑшаллӑ ҫын», Н.Ф. Погодин, 1942), Энтип («Энтип», В.Т. Ржанов, 1948). Борис Алексеевич П.Н.Осипов, Н.
Шупашкар районӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Мустаев ҫак кунсенче Янӑш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ — пӗлтерет «Тӑван Ен» хаҫат. «Прогресс» хуҫалӑхӑн ертӳҫипе Василий Яковлевпа вырӑнти выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш площадкисенче пулса кунти ӗҫсемпе паллашнӑ. Хуҫалӑхра паян 5 пин пуҫ вырнаҫакан сысна фермине тата 450 пуҫ вырнаҫакан ӗне фермине ҫӗнетессипе ӗҫлеҫҫӗ. «Чурачӑк» («Чурачикское») АУО инвестор тӑрӑшнипе ҫывӑх вӑхӑтра объектсем хута каймалла. Газ кӗртмешкӗн проектпа смета документацийӗсене та хатӗрлеме пуҫланӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗпе, вӗрентӳҫӗпе Виталий Петрович Станьялпа тӗлпулу иртрӗ.
Сехет ҫурӑ хушшинче Виталий Петрович хӑй пирки кӑсӑкли нумай каласа пачӗ — ача чухне ирхи сывлӑм тӑрӑх ҫаруран чупса ҫӳрени пирки те, выҫлӑх ҫулне пӑрҫа ҫисе ирттерни пирки те. Ӑна итлеме чӑн та интереслӗ пулчӗ — шкул ачисем пӗр сас кӑлармасӑр итлесе ларчӗҫ.
Ачасем ыйтусем памасӑр чӑтаймарӗҫ — Станьял хушма ят ӑҫтан тухни те, пӗрремӗш сӑвва хӑҫан ҫырни те, илемлӗ хайлав мӗнле ҫырма пуҫласси те вӗсене кӑсӑклантарчӗ. Станьял хушма ята Виталий Петрович студентсем сӗннипе илнӗ иккен. Пӗрремӗш сӑввине шкула пӗчӗклех ҫырнӑ пулнӑ — шкула илменни самай пӑшӑрхантарнӑ иккен, сӑвӑ ҫуралма сӑлтав панӑ. Сӑввине каласа памарӗ — 7 ҫулхи ачан вӑл ӑнӑҫлах тухман терӗ. Илемлӗ хайлава ҫырма пуҫламашкӑн Виталий Петрович малтах асра юлнӑ чи паллӑ саманта ҫырса кӑтартма сӗнчӗ.
«Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейи кунран кун пуянланса пырать. Ӑна йӗркеленӗ чухне чӑваш тӗнчипе ҫыхӑннӑ вырӑнсене сӑнласа кӑтартас, чӑваш пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫутатас тӗллев пулнӑ. Ку ӗҫ майӗпен пурнӑҫланса пырать те.
Чӑваш ялӗсене сӑнласа кӑтартас тӗлешпе хальхи вӑхӑтра ытларах республикӑн тури районӗсен ялӗсем кӗнӗ. Танлаштарнӑ май ҫак районсенчи ялсене ытларах сӑнлани курӑнать: Шупашкар районӗ (76 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (33 ял), Муркаш районӗ (27 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (20 ял), Элӗк районӗ (13 ял), Вӑрнар районӗ (5 ял). Ҫавӑн пекех Канаш, Куславкка, Етӗрне, Елчӗк районсенчи ялсен сӑнӗсем пур. Нумай мар пулин те пур.
«Чӑваш тӗнчинче» ытти сӑн та чылай: музейсенчи сӑнсем (10 ытла музей, нумай пулмасть Бичурин музейӗнчи сӑнсене вырнаҫтарнӑччӗ), тӗрлӗ мероприятисенче тунӑ сӑнӳкерчӗксем (юбилейсенче, ӑслӑлӑх конференцийӗсенче, конкурссенче, концертсенче, уявсенче).
Чӳкӗн 18-19-мӗшӗнче Чӑвашри пур муниципалитетра та депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, халӑх суйланӑ ҫынсем сити-менеджерсене ҫирӗплетнӗ. Чылай район-хулара лару-тӑру улшӑнман — пуҫлӑха малтанхи ҫынсенех суйланӑ. Йышӑнакан должность ячӗ ҫеҫ вӗсен улшӑннӑ. Тепӗр енчен кирлех пулнӑ-ши вӑл, таҫти мериккан-европ енчен килнӗ термина усӑ курасси? Пушӑ ӗҫ туни кӑна мар-ши?
4 администрацин пуҫлӑхӗ вара улшӑннӑ: Сӗнтӗрвӑрри районне малашне Юрий Моисеев, Канаш хулине — Родион Мясников, Ҫӗмӗрле хулине Андрей Броницин, Шупашкар районне — Виктор Михайлов ертсе пырӗҫ.
Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхне вара суйлайман, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Чӑваш Ен президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ку районта ертӳҫӗне ҫирӗплетес ӗҫе халӗ пӗтӗмпех ҫенӗрен тума тивӗ — уйӑх ытла иртме пултарӗ.
Нумай пулмасть республика шайӗнче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗ иртрӗ. Шупашкар районӗ унтан пушӑ алӑпа таврӑнман — 1-мӗш степеньлӗ диплома тата 70 пин тенкӗ премине тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре агропромышленность комплексне аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлассипе шупашкарьенсем муниципаллӑ районсем хушшинче ҫурҫӗр зонӑра пӗрремӗш пулнӑ.
Преми укҫине тухӑҫлӑ ӗҫлекен районти ял хуҫалӑх предприятийӗсене парӗҫ — ҫапла пӗлтерет район хаҫачӗ «Тӑван Ен».
Чӳкӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр. Чӑвашӑн историйӗнче ку уявпа ҫыхӑннӑ самансем чылай. Вӑл вӑхӑтри паттӑрсене те халӑх манман. Тӗслӗхрен, паллӑ ҫарпуҫ Пайтул пирки нумай чӑваш пӗлет. Ҫар ӑсталӑхӗпе паларнисӗр пуҫне вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе те пирӗн асра — хальхи вӑхӑт тӗлне унӑн 9 юрри-сӑввине тупма пултарнӑ. Пайтулӑн ҫуралнӑ ҫӗрне палӑртас тесе пӗр вӑхӑт ЧОКЦ самай ӗҫлерӗ — Шупашкаркасси тӑрӑхӗ пулнине ҫирӗплетме пултарчӗ.
Уяв кунӗнче 13 сехет тӗлне Шупашкаркассинче халӑх пуҫтарӑна пуҫларӗ — кунта кӑҫал пӗрремӗш хут Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Пайтулпа ҫыхӑнтарса уявлама шут тытрӗҫ.
Уява хӑйӗн сӑмахӗпе Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорасев Н.Е. пуҫларӗ. Паянхи уява ирттернӗ май, вӑл калашле, эпир ҫав ӗлӗкхи вӑхӑтсем пирки ҫамрӑксене каласа панӑ май, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс утӑмсем тума, хамӑр мӑнаҫлӑ патшалӑха упрама, хаклама вӗрентетпӗр.
Курма пухӑннисене уяв кӑмӑла кайрӗ.
Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫ ялӗнче пурӑнакан Христофор Макаровсен харпӑр хӑй хуҫалӑхӗ октябрӗн 1-11-мӗшӗсенче Мускавра иртнӗ Раҫҫейри XII агропромышленность выставкинчен кӗмӗл медальпе таврӑннӑ. Мӗнпе чапа тухнӑ-ха чӑваш хресченӗ? Макаровсен ҫемйи килӗнчи утарта пыл хурчӗсем ӗрчетсе туса илекен продуктсем Пӗтӗм Раҫҫейри курав центрӗнче хӑйӗн пахалӑхӗпе пурне те тӗлӗнтернӗ.
Макаровсем «Раҫҫей Федерацийӗнчи ял туризмӗн аталанӑвӗ» ятарлӑ стендра хӑйсен продукцине тӑратнӑ. Христофор мӑшӑрӗ вара — Валентина Таганкӑра «Кӗр парни» ярмӑрккӑра пыл сутнӑ. Чӑваш пылне те, карасне те курава пухӑннӑ хӑнасем тата мускав ҫыннисем питӗ юратнӑ.
Сӑмах май, Мускавра ҫак кураврах «Инфраструктура аталанӑвӗ» номинаципе мала тухса, Патӑрьел районӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Раҫҫейри 2010 ҫулхи ҫырав вӗҫленчӗ темелле. Шупашкар районӗнче юлашки ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Вӗсем халь ял тӑрӑхӗсенче тӗрӗслевпе ҫӳреҫҫӗ, тӗп тапхӑр хушшинче ҫитейменнисем патне кӗрсе тухаҫҫӗ.
Паянхи кун тӗлне районӗпе пурӗ 60 120 ҫынна ҫырса тухнӑ, ку вӑл районти 97,9%.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |